Ачасен ÿсĕмĕ: 7-8 класс (вырăс чĕлхиллĕ шкул)
Тĕллевĕсем: вĕренÿпе
кăсăкланма хавхалантарни; çут çанталăк çынсен пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăннине
ăнланса илме пулăшни; çут çанталăка упрамаллине, юратмаллине туйтарни; ачасен
калаçу чĕлхине, тавракурăмне тата тавçăрулăхне аталантарни.
"Пурăн, çут çанталăк" класс мероприятийӗн
сценарине 7-8-мĕш класри вӗренекенсем валли палӑртнӑ. Мероприяти ҫут ҫанталӑкри
экологи культурине пăхăнма, перекетлеме вĕрентет. Мероприяти сценарине 9-мĕш
шкулта вĕренекен ачасем çырнă сӑвăсене, ҫут ҫанталӑкра харпăр хăйне мӗнле
тытмалли правилӑсене кĕртнĕ. Ачасем экологи проблемисене пултарулӑхпа практика
ĕçĕсем урлӑ лайӑхрах ӑнланаҫҫӗ. Тӗрлӗ ĕçсене пурнӑҫланӑ чухне ачасем чечек
татма, шыв-шурсене варалама, ҫӳп-ҫапа пӑрахса хӑварма юраманнине ӑнланаҫҫӗ. Вӗсем
хӑйсем пурăнакан вырăнта экологие лайӑхлатма мӗн тума пултарасси ҫинчен
шухӑшлаҫҫӗ.
Эпиграф: «Çут çанталăка
упрасси – кашни çыннăн тивĕçĕ»