Тема урока: «Савнă хуламăр Çĕнĕ Шупашкар"
Разработала Николаева Надежда Ивановна
учитель чувашского языка
МБОУ « СОШ № 9»
Предмет: Чăваш чĕлхи
Класс: 8 класс
Шкул: вырăсла тĕп пĕлÿ паракан
Тĕп тема (блок-модуль): Чăваш Респуликинчи хуласем
Урок теми: Савнă хуламăр Çĕнĕ Шупашкар
Харкамлăх результачĕсем: тăван ене юратас, унăн пуянлăхне упрас туйăма вăйлатни, тăван хулапа мухтанма, илемĕпе киленме вĕрентни, чăваш чĕлхине лайăхрах пĕлес, вĕренес кăмăл ÿсни, илемлĕ чĕлхепе сăнарлăн калаçас, тăван хула çинчен пĕтемлетÿсем тума хăнăхтарни; патриотизм туйăмне аталантарни.
Предметсен пĕрлĕхлĕ результачĕсем:
1) ĕç йĕркелÿ результачĕсем:
харкам хăй шухăшне пĕтĕмлетсе калама, ăна хÿтĕлеме вĕрентни, пултарулăхне аталантарни;
2) хутшăну результачĕсем:
ушкăнпа ĕçлеме тата пĕр-пĕрин шухăшне, калаçăвне итлеме хăнăхни, пĕр-пĕрне хисеплесе тата килĕштерсе ĕçлени;
3) пĕлÿ-тĕпчев результачĕсем: панă информацие тишкерни; ун тăрăх кирлĕ пĕтĕмлетÿсем туни, вĕренÿ тĕллевĕсене кура унпа ĕçлени.
Предмет результачĕсем: ачасен калаçу, аудировани, илемлĕ те тĕрĕс вулав хăнăхăвĕсене аталантарни, предложенисем тĕрĕс йĕркелени, çыхăнуллă каласа пани,сăмах йышне пуянлатасси, пухнă пĕлÿсене пуплевре усă курма вĕрентни, сăпайлăн калаçма, кирлĕ чух çирĕплетсе калама хăнăхтарни.
Урок тĕсĕ: хутăш урок.
Усă курнă технологисем: информаципе хутшăну, аталантару технологийĕсен элеменчĕсем, ушкăнра хутшăнса ĕçлесси, проблемăллă диалог.
Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ, ыйту-хурав, калаçу, шырав, шырав-тĕпчев, тишкерÿ-пĕтĕмлетÿ, суйлавлă вулав, илемлĕ вулав, мăшăрсенче, ушкăнсенче ĕçлесси (ушкăнсенчи ĕçе йĕркелесси), диалог, монолог тăвасси, слайдсемпе ĕçлени, грамматика материалĕпе ĕçлесси, культурăсен çыхăнăвне кăтартни.
Пуплев хăнăхăвĕсем: сасăсене тĕрĕс илтени,сăмах йышне пуянлатни, çĕнĕ сăмахсемпе усă курса çыхăнуллă пуплеве аталантарни.
Кирлĕ хатĕрсем: вĕренÿ кĕнеки, Çĕнĕ Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕсен сăн ÿкерчĕкесем, ачасемпе пĕрле ватманран хатĕрлесе тунă кĕнеке, компьютер, проектор, экран, урок темипе килĕшÿллĕн PowerPoint программăпа хатĕрленĕ слайдсем, видеоролик, дидактика материалĕ, хулари тĕрлĕ вырăнсене ÿкерттернĕ сăн ÿкерчĕксем, «Çĕнĕ Шупашкарăм, эс ялан асра!» кĕнеке выставки; глобус; тĕрле халăх костюмне тăхăннă пуканесем; «юман» ÿкерчĕк; тест çырмалли, харпăр хăй тĕллĕн (уйрăм) ĕçлемелли карточкăсем; хĕвелпе пайăркисем, пĕлĕтпе çумăр тумламĕсем.
Урок эпиграфĕ: «Çĕнĕ Шупашкарăм! Пĕр сана суйларăм Атăл тăрăхри хуласенчен». (Г. Кĕмĕл)
Усă курнă литература: 1. Печников О.И. Вырăс шкулĕн 8 – мĕш класĕнчи чăваш чĕлхи урокĕсем: меслет сĕнĕвĕсем / О.И.Печников, М.Н.Печникова. - Шупашкар: Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн издательство центрĕ, 2010. 2. Печников О.И., Печникова М.Н. Чувашское слово: Учебник чувашского языка для 8 класса русской школы. – Чебоксары: Чувашское книжное изд-во, 2008.
Слайдсен аннотацийĕ:
1-мĕш слайд: Пĕлет, хĕвел, курăк
2-мĕш слайд: Чăваш Республикин картти
3-мĕш слайд: Çĕнĕ Шупашкар хулин символĕсем
4-мĕш слайд: Словарь ĕçĕ ирттермелли сăмахсем
5-мĕш слайд: «Çĕнĕ Шупашкар» текст
6-мĕш слайд: Урока вĕçлени
Урок конспекчĕ
I. Класа урока йĕркелени.
1. Ачасем хăйсен кăмăлне палăртни.
В ĕ р е н т е к е н. Ырă кун пултăр, ачасем.
В ĕ р е н е к е н с е м. Ырă кун пултăр.
В ĕ р е н т е к е н. Мĕнле кăмăлпа килнĕ-ши паянхи урока эсир, ачасем? Доска çинче хĕвел те пĕлĕт те пур. Кăмăл аван пулсан хĕвел пайăркисене суйлăр, япăх пулсан вара- çумăр тумламĕсене.
II. Ачасене вĕренÿ ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăклантарни. Урок темине, тĕллевĕпе задачисене палăртни.
1. «Тăван çĕр-шыв» юрра итлени.
В ĕ р е н т е к е н. Ачасем, урока эпĕ юрăпа пуçлатăп. Тимлĕ итлĕр.
-Мĕн çинчен ку юрă?
2. Урок темине тата тĕллевĕпе задачисене палăртни, урок эпиграфĕпе паллашни.
В ĕ р е н т е к е н. Эпир паян урокра мĕн çинчен калаçăпăр-ши?
В ĕ р е н е к е н с е м. Тăван çĕр-шыв çинчен.
В ĕ р е н т е к е н. Çапла.
Мĕн-ши вăл Тăван çĕр-шыв?
Вăл – юратнă юхан шыв.
Симĕс улăх, чечексем,
Йывăçсемпе кайăксем.
Ачасем, пирĕн Тăван çĕр-шыв мĕн ятлă?
В ĕ р е н е к е н с е м. Чăваш Республики.
В ĕ р е н т е к е н. Чăваш Республики ăçта вырнаçнă?
В ĕ р е н е к е н с е м. Вăтам Атăл тарăхĕнче.
В ĕ р е н т е к е н. Республикăра миçе хула?
В ĕ р е н е к е н с е м. Тăхăр хула.
В ĕ р е н т е к е н. Эпир хăш хулара пурăнатпăр?
В ĕ р е н е к е н с е м. Эпир Çĕнĕ Шупашкарта пурăнатпăр.
Слайд
Видеоролик пăхни.
В ĕ р е н т е к е н. Çапла. Паянхи урока эпир хамăрăн тăван хулана халаллатпăр. Урок теми: «Савнă хуламăр Çĕнĕ Шупашкар». Урокра хамăр хулари илемлĕ вырăнсемпе тĕплĕнрех паллашăпăр, тĕрлĕ ĕçсем пурнăçлăпăр, кĕнеке туса хатĕрлĕпĕр. Кĕнеке ячĕ те пирĕн, урок теми пекех, «Савнă хуламăр ,Çĕнĕ Шупашкар». Сирĕн умра Чăваш Республикин картти. Карта çинче Çĕнĕ Шупашкар хулине тупса хĕрлĕ тĕспе палăртмалла. Хула ятне çырса хурăр, тархасшăн.
Ачасем, пирĕн Чăваш Республикинчи кашни хулан хăйĕн символĕсем пур. Аса илер-ха, Çĕнĕ Шупашкар хулин мĕнле символсем пур?
Слайд
В ĕ р е н е к е н с е м. Ялав, герб.
В ĕ р е н т е к е н. Тата?
В ĕ р е н е к е н с е м. Пакша.
В ĕ р е н т е к е н. Тĕрĕс. Кĕнеке çине хулан символĕсене вырнаçтарар.
«Çĕнĕ Шупашкарăм! Пĕр сана суйларăм Атăл тăрăхри хуласенчен».
Г. Кĕмĕл. Ку паянхи урокăн эпиграфĕ. Хорпа вулани
В ĕ р е н т е к е н. Урокăн эпиграфне кам ăнланчĕ ?
В ĕ р е н е к е н с е м. Новочебоксарск! Выбрал только тебя среди городов Поволжья.
В ĕ р е н т е к е н. Урокра паян эпир çĕнĕ сăмахсем вĕренĕпĕр, вĕсемпе калаçура усă курăпăр, текста илемлĕ вулама вĕренĕпĕр, куçарăпăр, ыйтусене хуравлăпăр, диалог тăвăпăр.
В ĕ р е н т е к е н. Тата пирĕн паян мĕнле? ыйтÿллă сăмахсене аса илсе пуплевре усă курма хăнăхмалла.
III. Çĕнĕ пĕлĕве ăса хывни.
Слайд
1. Словарь ĕçĕ.
çуртăн никĕсне - фундамент дома
хăтлă - благоустроенный
хула хĕрринче - на окраине города
халăх хуçалăхĕ - народное хозяйство
çĕр-шывăн пур чиккине - во все уголки страны
сĕвек - пологий
чăнкă - крутой
пĕве таппи - разлив пруда (здесь ГЭС)
Чулхула – Нижний Новгород
мăкшăсем – мордовцы
2) ачасем сăмахсене вĕрентекен хыççăн вулаççĕ, ас туса юлма тăрăшаççĕ.
В ĕ р е н т е к е н. Сăмахсене тĕрĕс вулама вĕренер, ас туса юлма тăрăшар.
3) мăшăрсенче çурма сасăпа вулаççĕ
2. Текста вулани, куçарни
Слайд
1) вĕрентекен вулани
Çĕнĕ Шупашкар
Çĕнĕ Шупашкар - Чăваш Республикинчи хула. Унăн çуралнă кунĕ ̶ 1960-мĕш çулхи чÿк уйăхĕн 18-мĕшĕ. Çак кун пулас хула вырăнĕнче пĕрремĕш çуртăн никĕсне янă. Ку илемлĕ те хăтлă хула. Хулара çамрăксем нумай пурăнаççĕ. Çавăнпа ăна çамрăксен хули тенине те илтме пулать.
Эпĕ Çĕнĕ Шупашкарта пурăнатăп. Пирĕн хваттер 9 хутлă çуртра. Пирĕнтен инçех мар «Каблучок» лавкка пур. Унта тĕрлĕ атă- пушмак сутаççĕ. Хула хĕрринче хими комбиначĕ вырнаçнă. Çак предприятинче халх хуçалăхĕнче кирлĕ нумай тавар туса кăлараççĕ. Вĕсене çĕр-шывăн пур чиккине те ăсатаççĕ.
Хула Атăл юхан шывĕ хĕрринче вырнаçнă. Атăл - пысăк юхан шыв. Унăн сылтăм çыранĕ чăнкă, сулахай çыранĕ сĕвек. Атăл тăрăх теплоходсем, танкерсем, баржăсем ишеççĕ. Пирĕн хула тĕлĕнче Атăла пĕвелерĕç те ГЭС туса хучĕç. Пĕве таппи Чулхула тĕлнех çитет.
Пирĕн хулара 200 пине яхăн çын пурăнать. Çĕнĕ Шупашкар - чăваш хули. Чăвашсемпе пĕрле вырăссем, тутарсем, мăкшăсем, пушкăртсем, украинецсем, еврейсем тата ытти халăх çыннисем те пурăнаççĕ.
Хула урамĕсем сарлака, таса. Урамра автобуссем, троллейбуссем, çăмăл машинсем чупаççĕ. Эпĕ хамăн хулана юрататăп. Кунтан ман тăван çĕр-шыв пуçланать.
В ĕ р е н т е к е н. Малалла карточкăсемпе ĕçлĕпĕр. Тимлĕ итлĕр, йĕрлесе пырăр. Мĕн çинчен-ши ку калав?
В ĕ р е н е к е н с е м. Çĕне Шупашкар çинчен.
2) ачасем вĕçе вĕçĕн вулани.
В ĕ р е н т е к е н. Тепĕр хут вулăпăр. Ăнланма тăрăшăпăр.
3) суйлавлă вулав
В ĕ р е н т е к е н. Çак предложенисене текстра тупса вулăр, куçарăр.
çуртăн никĕсне
хăтлă
хула хĕрринче
халăх хуçалăхĕ çĕр-шывăн пур чиккине
сĕвек
чăнкă
пĕве таппи
Чулхула
мăкшăсем
В ĕ р е н т е к е н. Маттур, ачасем. Ку ĕçе эсир çăмăллăнах пурнăçларăр. Халĕ кăштах куçсене кантарса илĕпĕр. Çĕнĕ Шупашкар мĕнле юхан шыв хĕрринче вырнаçнă?
В ĕ р е н е к е н с е м. Хула Атăл юхан шывĕ хĕрринче вырнаçнă.
В ĕ р е н т е к е н. Атăлта мĕн йышлă?
В ĕ р е н е к е н с е м. Пулă йышлă.
В ĕ р е н т е к е н. Çапла.
слайд
3. Куçсене кантарни
В ĕ р е н т е к е н. Халĕ, ачасем, куçсене пулăсем ишнине сăнаса вылятатпăр.
IV. Илнĕ пĕлĕве тата хăнăхусене малтанласа çирĕплетни.
1. Диалог туса калаçни.
Слайд
В ĕ р е н т е к е н. Малалла карточкăсемпе ĕçлетпĕр. Ыйтусем çине тĕрĕс хуравласа диалог тăвăпăр.
Ыйтусемпе ĕçлени:
1) Çĕнĕ Шупашкар çуралнă кунĕ хăçан?
2) Вăл мĕнле хула?
3) Хула хĕрринче мĕн вырнаçнă?
4) Унта мĕнле тавар туса кăлараççĕ?
5) Пирĕн хула тĕлĕнче мĕн туса хучĕç?
6) Çĕнĕ Шупашкарта миçе пин çын пурăнать?
7) Хулара мĕнле халăх çыннисем пурăнаççĕ?
2. Монолог.
В ĕ р е н т е к е н. Халĕ хамăрăн тăван хула çинчен ыйтусемпе усă курса пĕчĕк калав туса каласа парăр.
3. Аудировани
В ĕ р е н т е к е н. Ачасем, сире видеозапись курма сĕнетĕп. Тимлĕ итлĕр. Теста пурнăçлама хатĕрленĕр.
Слайд
Видеоролик пăхни.
Çĕнĕ Шупашкар - Атăл хĕрринче ларакан пысăк та илемлĕ хула. Çĕнĕ Шупашкара 1960-мĕш çулта никĕсленĕ. Малтанах ăна Спутник тенĕ. Çĕнĕ Шупашкара 1965-мĕш çулта хула ятне панă. Хулан пĕрремĕш пуçлăхĕ - Бабакин Григорий Осипович. Çĕнĕ Шупашкар урамĕсем сарлака та таса. Вĕсенчен нумайăшне республикăн паллă çыннисене хисеплесе панă. Хулан тĕп урамĕ Совет Союзĕн Геройĕ, Вячеслав Петрович Винокуров, ячĕпе хисепленсе тăрать. Çĕнĕ Шупашкарти чи пысăк предприяти - «Химпром» пĕрлешĕвĕ. Паянхи хула çынсене килĕшет. Кунта вун сакăр шкул, Химиксен культура керменĕ, ачасен пултарулăх центрĕ, музыка, ÿнер тата спорт шкулĕсем пур. Ÿсет, тĕрекленет Çĕнĕ Шупашкар.
1) Çĕнĕ Шупашкар хулине … çулта тума пуçланă.
а) 1959
ă) 1960
б) 1962
в) 1965
2) Пирĕн хулан пĕрремĕш ячĕ.
а) Çăлтăр
а) Спутник
б) Çĕнĕ Шупашкар
в) Ильичевск
3) Çĕнĕ Шупашкар ята хулана … çулта панă.
а) 1960
ă) 1963
б) 1965
в) 1967
4) Хулан пĕрремĕш пуçлăхĕ … пулнă.
а) В.П. Артемьев
ă) Г.О. Бабакин
б) И.А. Матросов
в) В.В. Андреев
5) Хулан тĕп урамĕ ─ …
а) Советсен урамĕ
ă) Винокуров урамĕ
б) Энергетиксен урамĕ
в) Семенов урамĕ
6) Вячеслав Петрович Винокуров ─ …
а) Совет Союзĕн Геройĕ
ă) Социализмла Ĕç Геройĕ
б) Олимп вăййисен чемпионĕ
в) Чăваш халăх писателĕ
7) Хулара пурĕ… шкул
а) 13
ă) 19
б) 18
в) 20
8) Хулан чи пысăк предприятийĕ.
а) «Пике» фабрика
ă)»Химпром» пĕрлешĕвĕ
б) Строительство материалĕсен завочĕ
В ĕ р е н т е к е н. Маттур, ачасем. Тĕрĕс хуравсене кĕнекене вырнаçтарар.
V. Тĕрлĕ халăх çыхăнăвне кăтартни.
1. Сăвăпа ĕçлени
Халь малалла эпĕ сире Николай Осипович Чернов çырнă сăвăпа паллаштарасшăн. Николай Осипович пирĕн шкулта чăваш чĕлхине вĕрентме пуçланă учительсенчен пĕри пулнă. Тимлĕ итлĕр, ăнланма тăрăшăр.
Çĕнĕ Шупашкарăм.
Савнă Çĕнĕ Шупашкарăм,
Уявларăн юбилей.
Сана пирĕн вăйăм-халăм,
Пире - сывлăх та телей.
Муниципальное бюджетное
общеобразовательное учреждение
«Средняя общеобразовательная школа №9»
г. Новочебоксарска Чувашской Республики
Тема урока: «Савнă хуламăр Çĕнĕ Шупашкар»
Разработала Николаева Надежда Ивановна
учитель чувашского языка
МБОУ « СОШ № 9»
Новочебоксарск 2020

Çитмĕл çичĕ тĕрлĕ халăх,
Çĕр шыври пур кĕтесрен,
Никĕс хыврĕ асăнмалăх-
Эс вăй илтĕн кунсерен.
Шурă-шурă акăш майлă
Çĕкленен çунат сарса.
Çумăн Атăл юхать анлă
Хумĕпе лăпкать савса.
Чаплă Çĕнĕ Шупашкарăм, -
Пирĕн ĕмĕт те кун-çул.
Чечеклен, тăван хуламăр,
Ĕмĕр-ĕмĕр çутă пул!
В ĕ р е н т е к е н. Н. О. Чернов çырнă тăрăх миçе тĕрлĕ халăх никĕс хывнă пирĕн тăван хулара?
В ĕ р е н е к е н с е м. Çитмĕл çичĕ тĕрлĕ халăх никĕс хывнă пирĕн тăван хулара.
Сăвăра тупса вулаççĕ.
2. Чĕлхесен лексикине тĕпчени.
В ĕ р е н т е к е н. Чăваш халăхĕ ытти халăхсемпе мĕнле пурăнать?
В ĕ р е н е к е н с е м. Чăваш халăхĕ ытти халăхсемпе туслă пурăнать.
В ĕ р е н т е к е н. Çапла. Чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕ ̶ Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ. Ку уяв — Раççейре пурăнакан халăхсен пĕрлĕхĕн, çураçулăхĕн, патриотизм вăйĕн уявĕ. Пысăк тата пĕчĕк, вăйлă тата вăйсăр, ăслă тата айван халăхсем çук, эпир — пурте пĕртан. Раççей вăйĕ — шăпах халăхсен пĕрлĕхĕпе туслăхĕнче. Эппин, яланах пĕр çемьери пек пурăнар! Эсир килĕшетĕр-и?
В ĕ р е н е к е н с е м. Эпир килĕшетпĕр.
В ĕ р е н т е к е н. Маттур, ачасем. Сирĕн шухăшсем те манăннипе пĕр килнĕшĕн эпĕ питĕ хавас.
Слайд
Тĕрлĕ халăх чĕлхисенче „Çĕнĕ Шупашкар” сăмах епле янранине сăнани, вулани.
английский | |
русский | |
норвежский | |
исландский | |
польский | |
японский | |
немецкий | |
шведский | |
нидерландский | |
китайский | |
эсператно | |
финский | |
французский |
В ĕ р е н т е к е н. Автор хулана мĕн сунать? Çав йĕркесене тупса вуласа парăр, тархасшăн.
В ĕ р е н е к е н с е м. «Чечеклен, тăван хуламăр,
Ĕмĕр-ĕмĕр çутă пул!»
«Цвети родной город, Будь светлым всегда!»
Сăвăсене хаçата вырнаçтарар.
3. Грамматика материалĕпе ĕçлени.
В ĕ р е н т е к е н. Ачасем, Çĕнĕ Шупашкар çулран çул ÿсет, илемленет. Хулара çĕнĕрен те çĕнĕ çуртсем ÿссе лараççĕ. Сирен умра сăмахсем. Вĕсенче çухалнă сас паллисене тĕрĕс тупмалла, сăмахсене вуласа куçармалла.
Слайд
В ĕ р е н е к е н с е м.
еш_л |
ешĕл |
зеленый |
т_ван |
тăван |
родной |
юратн_ |
юратнă |
любимый |
çамр_к |
çамрăк |
молодой |
тас_ |
таса |
чистый |
илемл_ |
илемлĕ |
красивый |
х_тл_ |
хăтлă |
благоустроенный |
В ĕ р е н т е к е н. Сăмахсене тĕрĕс куçарар-ха. Мĕнле пуплев пайĕ шутне кĕреççĕ ку сăмахсем?
В ĕ р е н е к е н с е м. Ку сăмахсем паллă ятне пĕлтереççĕ.
В ĕ р е н т е к е н. Çак паллă ячĕсемпе усă курса пирĕн хулана хак пама пулать-и?
В ĕ р е н е к е н с е м. Паллах, пулать.
ешĕл
юратнă тăван
Çĕнĕ Шупашкар |
хăтлă
илемлĕ таса çамрăк
В ĕ р е н т е к е н. Пирĕншĕн Çĕнĕ Шупашкар чăннипех те чуна çывăх хула. Апла пулсан, пирĕн тăван хулана упрамалла, хисеплемелле, таса тытмалла. Ачасем, сирĕн килте Çĕнĕ Шупашкар çинчен интереслĕ фактсем шыраса тупмалаччĕ. Пирĕн кĕнекере ку страница «Хулан летопиçĕ» ятлă пулĕ.
4. Ачасен проект ĕçĕсем.
Ø Çĕнĕ Шупашкар вырăнĕн историйĕ
Çĕнĕ Шупашкар хули йышăнакан вырăнăн историйĕ питĕ пуян. Археологсем каланă тăрăх, Атăлăн сылтăм çыранне çынсем мезолит ĕмĕрĕ вăхăтĕнчех ( 10-5 пин çул пирĕн эрăччен) йышăнма пуçланă. Мезолит ĕмĕрĕ вăхăтĕнчи çынсем пурăннă вырăнсенче мамонтсен шăммисем, тăмран тунă тĕрлĕрен япаласем, вут чулĕнчен тунă çĕçĕсем сыхланса юлнă. Халĕ Çĕнĕ Шупашкар ларнă вырăнта неолит ĕмĕрĕнчи ĕлĕкхи çынсем пурăннă вырăнсене те тупнă. Археологсем тупнă материал хальхи вăхăтра Патшалăх Эрмитажĕнче, Санкт-Петербургри археологи институчĕн архивĕнче, Чăваш наци музейĕнче упранаççĕ.
Ø Кунта çĕнĕ хула пулĕ...
(Ю.Кошкин статьи «Советская Чувашия» хаçат)
Акă мĕнле пулĕ вăл…
Анлă Атăлăн сылтăм çыранĕнче, Шупашкартан вун сакăр çухрăм анатарах, çĕнĕ хула – спутник хула – сарăлса выртать. Тÿрĕ урамсем тăрăх хĕвел хăйĕн ылтăн пайăркисене сапалать. Пысăк кирпĕч çуртсем, кашниех виçĕ хутран кая мар, чÿречисем çап-çутă.. Çуртсенче – газ, телефон, ăшăтмалли пăрăхсем.
Хулан тĕп урамĕсенчен пĕринче музыка училищи вырнаçнă. Кунта скрипка, хут купăс сасси илемлĕ янăрать.
Хулара çутă, ирĕклĕ. Кунта пурне те çынсене лайăх, кăмăллă пултăр тесе тунă.
Ø («Молодой коммунист» хаçат, 1963 çул)
Спутникĕ - хула, илтĕнессе вара космоспа çыхăннă пек илтĕнет. Эпĕ кунта хула евĕрлĕ çуртсем курма ĕмĕтленнĕччĕ. Йĕри- тавра пуша уй кăна иккен. Кирпĕч купи, вагонкăсем, тата гирлянда евĕрлĕ лампочкăсем çакăнса тăраççĕ. Вĕсен çутинче пĕр çирĕм çын чаваланни курăнать. Урăх нимĕн те. Атăл енчен вичкĕн çил вĕрет пулин те, тÿпе кăн-кăвак.
Ø («Советская Чувашия» хаçат – 1961 çул.)
Çынсем çуртсем купалаççĕ, çав вăхăтрах вĕренеççĕ те. Унта та кунта предприятин çĕнĕ çурчĕсем çĕкленеççĕ. Çурт-йĕр тăвакан, тимĕрпе бетон завочĕсем пулаççĕ кунта. Нумай хутлă çуртсене пысăк панельсенчен пуçтарма та пуçлĕç кĕçех. Çакăн пек пĕр завод çулталăкне 70 пин квадратлă метр пурăнмалли вырăн парĕ...
В ĕ р е н т е к е н. Ачасем тăван хуламар çинчен илемлĕ сăвăсем çырса хатĕрлене. Итлер-ха вĕсене.
Çĕнĕ Шупашкарăм-ман тăван хула.
Çав тери телейлĕ эпĕ санпала!
Киленетĕп эпĕ сан илемÿпе,
Питĕ савăнатăп сан çитĕнÿпе!
Ир-ирехтухатăп эпĕ ращана,
Апат çитеретĕп пĕчĕк пакшана.
Сукмакпа утатăп-кăмăл çĕкленет,
Умри йывăç çепĕççĕн манпала пуплет.
Çĕнĕ Шупашкар хули
Маншăн вăл чи илемли!
Чи пахи те, чи таси,
Ман малашлăх, пуласси!
Юрататăп эп ăна
Савăнтарать вăл чуна.
Пур çĕрте те чечексем,
Юрлаç çепĕç кайăксем.
Эп пурнатăп Çĕн Шупашкарта,
Тăвансем те юлташсем - пурте кунта.
Пулăшатпăр хулана илемлетме,
Ун чапне те, хăватне те ÿстерме.
Тăван хулана эс упра, хаклă тусăм!
Кунта эс çуралнă, пурнан ачаран.
Чĕрере çуралать ырă туйăм,
Эп телейлĕ кунта пулнăран.
Слайд
В ĕ р е н т е к е н. Акă пирĕн кĕнеке те хатĕр. Килĕшет-и вал сире, ачасем?
В ĕ р е н е к е н с е м. Питĕ килĕшет.
VI. Рефлекси
1. Кану саманчĕ
В ĕ р е н т е к е н. Эпир хамăрăн хулана питĕ юрататпăр, хисеплетпĕр. Хулара çынсем валли канмалли илемлĕ вырăнсем чылай. Анчах та ытларах ăçта канма юратаççĕ-ши хула çыннисем?
В ĕ р е н е к е н с е м. Ращара
Слайд
В ĕ р е н т е к е н. Тĕрĕс, ращара е урăхла каласан канупа культура паркĕнче. Халь эпир те ращана кайăпăр. Тăратпăр та пĕр-пĕрне алă паратпăр, вăйă карти тăвăпăр. Юрă юрласа утăпăр.
(« Ращаналла каяр-и» юрра карталанса юрлани ).
1. Ращаналла каяр-и,
Каяр-и, каяр-и,
Юман çулçи тупар-и,
Тупар-и, тупар-и?
Тÿпере ав хĕвел.
Ращара сукмак пур.
Юман çинчи йĕкел
Куç хĕсет пире ав, кур
2. Ращаналла каяр-и
Каяр-и, каяр-и,
Пĕчĕк пакша курар-и,
Курар-и, курар-и?
Çÿлте ун хăвăлĕ
Хăвăлнче мăйăр
Тавралăха эс тимле
Ан ту нихçан сăтăр.
В ĕ р е н т е к е н. Ращана çитрĕмер. Пирĕн ращара мĕнле йывăç ытларах?
В ĕ р е н е к е н с е м. Юман ытларах.
В ĕ р е н т е к е н. Çапла. Юмана чăвашсем авалтанах хисепленĕ. Юман чăвашшăн турă, юманлăх — чиркÿ. «Юмансăр юрă та çук, турă та çук» — тет чăваш.
Слайд
В ĕ р е н т е к е н. Эпир паян питĕ туслă ĕçлерĕмĕр. Халь паянхи урока пĕтĕмлетсе çак юман çине çулçăсем çыпăçтарăпăр. Сирĕн умра сарă, кĕрен, симĕс çулçăсем выртаççĕ. Урокри материал паян ăнланмалла пулчĕ пулсан, симĕс çулçă суйлăр. Енчен те паянхи материала ас туса юлма татах та ĕçлемелле пулсан - сарă çулçă. Кĕрен çулçăна вара урок материалне ăнланманнисем суйлĕç.
VII. Киле панă ĕç мĕнле тумалли инструктаж.
В ĕ р е н т е к е н. Килте сирĕн таблицăпа ĕçлемелле. Çĕнĕ Шупашкар çинчен информаци шыраса тупса çырмалла.
VIII.Урока пĕтĕмлетни.
Слайд
В ĕ р е н т е к е н. Ачасем, эсир паян урокра питĕ тăрăшса ĕçлерĕр. Эпĕ сирĕнпе питĕ кăмăллă. Сывă пулăр! Урокшăн тавтапуç.

Юрлаç çепĕç кайăксем
Эп пурнатăп Çĕн Шупашкарта,
Тăвансем те юлташсем - пурте кунта.
Пулăшатпăр хулана илемлетме,
Ун чапне те, хăватне те ÿстерме

В ĕ р е н е к е н с е м. Паллах, пулать юратнă тăван хăтлă илемлĕ таса çамрăк