Учащиеся 4-8 классов чилали авторские стихи чувашских поэтов

24 апреля учащиеся 4-8-ых классов в библиотеке школы читали авторские стихи.

Пикесем

Шкул умĕнчи хурăнсем

Пит илемлĕ «пикесем».

Кашни ир кĕтсе илеççĕ,

Ырă кăмăл парнелеççĕ.

Ÿсĕр-ÿсĕр çÿлелле

Тÿпене, пĕлĕтелле.

Савăнтарăр çынсене

Уçă сывлăш – вĕсене!

         Тихонова Вероника, 4А класс

Тăван кĕтес

 Тăван кĕтес – Чăваш Ен,

Ман чунăма эс сиплен!

Çулсеренех аталан,

Ÿс, вăйлан та пысăклан!

          Николаев Степан, 4А класс

Чăваш çăлтăрĕ

Çăлтăрсем  питĕ нумай,

Чи çутти вăл -  Хусанкай.

Сăввисем шутлаттараççĕ,

Пурăнма вăй-хал параççĕ.

Асамлăха ĕнентереççĕ,

Кăмăла  çĕклентереççĕ.

Хусанкай пек ман пуласчĕ,

Малалла ялан утасчĕ.

          Слюсарь Эрнест, 8В класс

Мухтанатпăр санпала

Кĕçтенкки вăл паха тĕслĕх

Чăвашсемшĕн çĕкленÿлĕх!

Мухтанатпăр санпала,

Асра тытăпăр сана!

«Нарспи» халь ялан умра,

Сетнер пек манн пулмалла!

Ырă кăмăллă, хастар

Нихçан кая юлас мар!

           Степан Тихонов, 8А класс